Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Урай Макаҫ

Пӑтӑрмахсем

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче икӗ ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ, вӗсенчен пӗринче ача ларса пыни паллӑ.

Инкек кӑнтӑрла, 12 сехет тӗлӗнче, Урай Макаҫ ялӗ тӗлӗнче пулнӑ. Пӑтӑрмаха «Лада Гранта» тата «ВАЗ-2115» машинӑсем ҫакланнӑ.

Машинӑсенчен пӗрин водителӗ тата салонти хӗрача суранланнӑ. Анчах вӗсем, Турра шӗкӗр, ҫӑмӑл суран ҫеҫ илнӗ. Ҫакӑн пирки «Про Город» кӑларӑма ҫул ҫипчи инкеке асӑрханӑ ҫын пӗлтернӗ.

Инкек вырӑнне васкавлӑ пулӑшу машини тата пушар сӳнтерекен машина пырса ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/69133
 

Культура

Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫри халӑх юррисен «Сарнар» ансамблӗ раштавӑн 5-мӗшӗнче ҫӗнӗ шупашкарсене концертпа савӑнтарнӑ.

Ҫав кунта унта «Юри килтӗм юрлама» ятпа чӑваш халӑх юррисен концерчӗ иртнӗ. Ун пирки йӑлана кӗнӗ концерт тесе пӗлтереҫҫӗ.

Урай Макаҫри халӑх юррисен «Сарнар» ансамблӗ хутшӑннӑ уява пырса ҫитнӗ ушкӑнсем «Кӗр сӑри» уяв кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне чӑвашсен тумтирне кӑтартнӑ вӗсем.

«Сарнар» ансамбль чӑваш композиторӗсен юррисене шӑрантарнӑ, шӳтлӗ сценӑсем лартнӑ.

Концертра пулнисем хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсен сцена ҫинчи пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне чӑвашсен юрри-ташшине, йӑли-йӗркине ӑшшӑн йышӑннине, кашни номер хыҫҫӑн тенӗ пекех тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнине пӗлтереҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫурлан 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫ ялӗ 265 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Хаклӑ хӑнасене хапха патӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Аслӑ ӳсӗмрисене лаша кӳлнӗ урапапа ярӑнма чӗннӗ.

Ял старости Людмила Константинова ял историйӗпе паллаштарнӑ. Чӑваш наци тумне тӑхӑннӑ яш-хӗр тетарализациленӗ постановка — «Каччӑ хӗрпе паллашни» — кӑтартнӑ. Хӑнасем урампа утнӑ май Урай Макаҫ ялӗ пирки сӑвӑ вуланӑ.

Хӑнасемпе ял ҫыннисем валли курав йӗркеленӗ. Унта вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ картинӑсем, ҫыхнӑ карҫинккасем, чӑваш тӗррисем пулнӑ. Уяв лапамӗнче ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсене те вырнаҫтарнӑ.

Юбилярсене парнесемпе, дипломсемпе хавхалантарнӑ. Николаевсен хуҫалӑхне чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Сцена ҫинче «Сарнар» ансамбль, «Ҫавал», «Леди Данс» тата «Асамат кӗперӗ» ташӑ ушкӑнӗсем пулнӑ.

Сӑнсем (21)

 

«Илем» ушкӑн
«Илем» ушкӑн

Кайри Шӗнерпуҫри (Сӗнтӗрвӑрри районӗ) культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗ кӳршӗллӗ района — Шупашкар районне — концертпа кайса килчӗ.

Урай Макаҫ культура ҫуртне «Илем» ушкӑн пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма ҫитрӗ. Курма килекенсем умӗнче вӗсем пуш уйӑхӗнчи уявсем тӑрӑх сӑвӑ вуларӗҫ, кулӑшла номерсем лартса пачӗҫ, юрӑ шӑрантарчӗҫ.

Пултарулӑх каҫӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗрле ларса чей ӗҫлрӗҫ, Урай Макаҫри культура ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнне Сӗнтӗрвӑрри районне хӑнана чӗнчӗҫ — пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнни хальхи вӑхӑтра тем тесен те питӗ пӗлтерӗшлӗ!

 

Ял уявӗнче
Ял уявӗнче

Авӑнӑн 3-мӗшӗнче Тутаркасси ял тӑрӑхӗнчи (Шупашкар районӗ) Тури Макаҫ ял уявне паллӑ тунӑ.

250 ҫул каялла йӗркеленнӗ ҫак ял. Хастарсем ял кун-ҫулӗ пирки стенд, алӗҫ ӑстисен тата кӗрхи тулӑх пахча-ҫимӗҫ куравне йӗркеленӗ. Уява авалхи чӑваш йӑли-йӗркипе пуҫланӑ. Пухӑннисене Тутаркасси ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ А. Елимов, ял старости В. Филиппов, Тутаркасси ял тӑрӑх депутачӗ Л. Кириллова саламланӑ. Алексей Александрович ялти ватӑсене, тин ҫуралнисене парнесемпе дипломсем панӑ, ялти чи лайӑх ҫуртсемпе чи лайӑх хуҫалӑхсене палӑртнӑ.

Ҫӑкалӑхьял тата Урай Макаҫ ял клубӗсен, Котеркассинчи Фольклор ҫурчӗн илемлӗх коллективӗсем, Тутаркассинчи Тӗп культура ҫурчӗн «Хӗлхем» ташӑ ушкӑнӗ куракансене хӑйсен ташши-юррипе савӑнтарнӑ.

 

Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫ ялӗнче пурӑнакан Христофор Макаровсен харпӑр хӑй хуҫалӑхӗ октябрӗн 1-11-мӗшӗсенче Мускавра иртнӗ Раҫҫейри XII агропромышленность выставкинчен кӗмӗл медальпе таврӑннӑ. Мӗнпе чапа тухнӑ-ха чӑваш хресченӗ? Макаровсен ҫемйи килӗнчи утарта пыл хурчӗсем ӗрчетсе туса илекен продуктсем Пӗтӗм Раҫҫейри курав центрӗнче хӑйӗн пахалӑхӗпе пурне те тӗлӗнтернӗ.

Макаровсем «Раҫҫей Федерацийӗнчи ял туризмӗн аталанӑвӗ» ятарлӑ стендра хӑйсен продукцине тӑратнӑ. Христофор мӑшӑрӗ вара — Валентина Таганкӑра «Кӗр парни» ярмӑрккӑра пыл сутнӑ. Чӑваш пылне те, карасне те курава пухӑннӑ хӑнасем тата мускав ҫыннисем питӗ юратнӑ.

Сӑмах май, Мускавра ҫак кураврах «Инфраструктура аталанӑвӗ» номинаципе мала тухса, Патӑрьел районӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ҫӗртме, 18

1893
132
Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1911
114
Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1973
52
Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ.
2020
5
Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та